Чăваш таврапӗлӳҫисен пӗрлӗхӗ

Союз чувашских краеведов

Чăвашла Русский

Краеведение это...

«Краеведение как явление культуры замечательно тем, что он теснейшим образом позволяет связать культуру со строительством музеев, собраний, архивов педагогической деятельности, объединением молодёжи в кружки и общества, развитие туризма, созданием хоров и кустарных артелей».


«Краеведение вносит в окружение человека высокую степень духовности, без которой человек не может осмысленно существовать».

академик Дмитри Лихачёв

Чăваш таврапĕлӳçисен пĕрлешĕвĕн хӑйӗн сайчӗ уҫӑлчӗ

14.07.2015 20:25

Ӳркенми хастар тусăмсем, таврапĕлӳçĕсем!

Чăваш таврапĕлӳçисен пĕрлешĕвĕн (унăн председателĕ Сергей Сорокин пайтаçă тата маттур «эрешменçĕ» Платник Аçтахарĕ тăрăшнипе) Интернетра хăйĕн сайчĕ уçăлчĕ. Çакă пире куллен кун тачă çыхăну тытма, пĕр-пĕринпе хутшăнса пурăнма тата хамăрăн кĕнекесемпе, тĕпчевсемпе халăха паллаштарса тăма май парать.

Таврапĕлӳçĕсен ятарлă «картинче» чăваш тавралăхне тĕпченĕ паллă çынсем çинчен çырнисем, хальхи пултаруллă тĕпчевçĕсен сăнĕсем, хамăрăн ЧТП (Союз) историйĕ, докуменчĕсем, Шупашкарти тата вырăнти ертӳлĕх ушкăнĕсене кăтартнисем, кирлĕрех кĕнекесем пирки çырнă ĕнчĕхетсем (рецензсем) пулĕç.

Тăван тавралăх çинчен çырнисем кунсерен йышлă пичетленсе пыраççĕ. Вĕсене хамăрăн «электрон картинче» ĕлкĕрсе пынă чухлĕ ӳкерсе тата кĕскен ăнлантарса пыма тăрăшăпăр.

Пирĕн шутпа, тавралăх тĕпчевĕсене Чăваш Республикинчи районсем тата тулай чăваш вырăнĕсем тăрăх ушкăнласа тухсан лайăхрах пулать. Мала пĕтĕм район е регион пĕлтерĕшлĕ кĕнекесене (энциклопедисене, словарьсене, кăтартмăшсемпе пухчăсене) лартма тăрăшăпăр, унтан уйрăм ялсем, шкулсем, вырăнсем, йăхсем тата ытти çинчен çырнисем пулĕç. Çапла çутатнă чухне кашни районти таврапĕлӳ ушкăнĕ е канашĕ хăйĕн кĕнекисене сайта кĕртме тăрăшасса шанатпăр, вара вĕсен ĕçне-хĕлне пĕтĕмшле хак пама, кирлине часрах шыраса тупма меллĕрех пулĕ.

Чăваш таврапĕлӳçисен союзĕн тӳлевлĕ «эрешменçĕ» тытса тăма нухрат çук, çавăнпа таврапĕлӳçĕсен, районти ушкăн ертӳçисен хăвăр çинчен хăвăрăнах хыпар-хăнар пĕлтерсе тăма тивет. Сире такам аякри асăрхасса кĕтсе ан ларăр.

Нацин пысăкрах пĕлтерĕшлĕ ыйтăвĕсемпе кăларнă ĕçсене уйрăм ушкăна кĕртсе палăртăпăр. Ку шута чăваш халăх историйĕпе, йăли-йĕркипе, ăс-хакăл еткерĕпе, чĕлхе е ӳнер ыйтăвĕсемпе çырнă кĕнекесем кĕрĕç. Сăмахран, В.В.Николаев ăсчахăн «История предков чувашей: ХХХ в.до н.э. –ХУ в.н.э.), Г.П.Кеннамăн «Чуваши – скифы: потомки египтян и шумеров», Д.Ф.Мадуровăн «Традиционное декоративное искусство и праздники чувашей», Е.Е.Ерагинăн «Çимĕк-çинçе çитсессĕн», В.Н. Алмантайăн «Культура суваро-булгар», В.Ф.Макаровăн «По следам болгар, сувар и чувашей» ĕçĕсем пĕтĕм чăваш халăхне кирлĕ тесе шутлатпăр.

Тăван тавралăхăн, тăван халăхăн паттăр тĕпчевçисем! Сире иксĕлми хастарлăхăршăн мухтаса, ырă сунса, тĕнчери «эрешмен картине» хăюллăраххăн кĕме чĕнсе cаламлатăп.

В.П.Станьял, ЧТП хисеплĕ пашханĕ.

Куславккасен Акатуй иртнӗ

16.06.2015 23:13
Куславккасен Акатуй иртнӗ

Ҫӗртме уйӑхӗнче Акатуйсем пӗрин хыҫҫӑн тепри иртеҫҫӗ. Ҫак кунсенче вал Куславкка районӗнче те пулнӑ. Унта ЧР Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑха пурнӑҫлакан Михаил Игнатьев та ҫитнӗ.

Куславкка районӗнчи ял тӑрӑхӗсем кӗнеке куравӗсем йӗркеленӗ. Хӑнасене кӗнекепе те, ҫӑкӑр-тӑварпа та кӗтсе илнӗ.

Уява Атӑл хӗрринче йӗркеленӗ. Тӗп сцена патне ҫӗр-ҫӗр куракан пухӑннӑ. Кӑҫал район ҫуракине ӑнӑҫлӑ вӗҫленӗ, ҫавӑнпа ҫӗр ӗҫченӗ чунтан савӑннӑ.

Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, чи лайӑх ӗҫченсене чысланӑ. Хӑшӗ-пӗрине ялта ҫурт хӑпартмашкӑн е туянмашкӑн социаллӑ тӳлев панӑ. Ҫав йышра Рожновсен ҫемйи те пулнӑ.

Михаил Игнатьев хуҫалӑх тытса пыракан ҫынсемпе кӑмӑллӑ пулнине палӑртнӑ. Вӑл ку ӗҫ йывӑр пулнине ҫирӗплетнӗ.

Юпшик Ялтӑра ял уявне ирттернӗ

16.06.2015 20:55

Ҫӗртме уйахӗн 13-мӗшӗнче Вӑрнар районӗнчи Юпшик Ялтӑрара уяв иртнӗ. Ял халӑхӗ перле пухӑнса савӑннӑ.

Уява паллӑ тумашкӑн маларах хатӗрленме тытӑннӑ: сценари ҫырнӑ, конкурссем тупнӑ.

Паллах, малтан Аҫӑм Ҫырми ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Олег Петров ентешӗсене саламланӑ. Вӑл чи маттуррисене грамотӑсемпе чысланӑ. Ӑна Степановсен ҫемйи, Елена Владимирова тивӗҫнӗ.

Юбилярсене те чыслама манман. Георгий Осипова, Валентина Макаровӑна ҫавра ҫулсемпе саламланӑ. Вӗсем валли Настя Владимировӑпа Татьяна Иванова «Ма хитре-ши ҫуркунне?» юрра шӑрантарнӑ. «Хохотушки» ташӑ ушкӑнӗ чӑваш тата вырӑс халӑх ташшисене тӑпӑртаттарнӑ.

Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, ял уявӗнче шӳрпепе, шашлӑкпа хӑналаннӑ. Вӗсене Калинин райповӗн ӗҫченӗсем хатӗрленӗ.

Мӑн явӑшсем ял уявӗнче савӑннӑ

16.06.2015 09:05
Мӑн явӑшсем ял уявӗнче савӑннӑ

Ҫӗртмен 13-мӗшӗнче Вӑрнар районӗнчи Мӑн Явӑшра ял кунӗ иртнӗ. Унта яланхи пекех ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Андрей Васильев, «Мураты» ЯХПК тӗп директорӗ Геннадий Спиридонов хутшӑннӑ.

Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, хисеплӗ тата ватӑ ҫынсене тав ҫырӑвӗсемпе чысланӑ. Вӗсене Спиридонов Г.П., Спиридонов Ю.П., Спиридонова Ю.М., Яковлева М.Я., Романов А.Н., Прокопьева И.А., Алексеева Э.Н., Федоров А.Г., Петров С.И., Ивановой А.В., Сергеева М.М., Порфирьева А.М., Семенова З.С., Мартынова Р.С., Владимиров М.В., Владимирова З.С., Семенова А.М., Федорова Р.И., Порфирьева Р.А., Владимиров С.П. тивӗҫнӗ.

Унтан Мӑн Явӑш клубӗн ӗҫченӗсем концерт пуҫланӑ. Ҫавӑн пекех уява чӑваш эстрада артисчӗсем килнӗ.

Ҫав вӑхӑтра мини-футболла вылянӑ. Конкурс ҫӗнтерӳҫисене укҫан хавхалантарнӑ.

Страницăсем: 1 ... 67, 68, 69, 70, 71, [72]