Чăваш таврапӗлӳҫисен пӗрлӗхӗ

Союз чувашских краеведов

Чăвашла Русский

Краеведение это...

«Краеведение как явление культуры замечательно тем, что он теснейшим образом позволяет связать культуру со строительством музеев, собраний, архивов педагогической деятельности, объединением молодёжи в кружки и общества, развитие туризма, созданием хоров и кустарных артелей».


«Краеведение как явление культуры замечательно тем, что он теснейшим образом позволяет связать культуру со строительством музеев, собраний, архивов педагогической деятельности, объединением молодёжи в кружки и общества, развитие туризма, созданием хоров и кустарных артелей».

академик Дмитри Лихачёв

11.01.2021 11:46
Кун-ҫулӗ кӗнеке ҫырмалӑх та пуян

2021 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 8-мӗшӗнче ӑста вӗрентӳҫӗ, тӗрлӗ енлӗ аталаннӑ йӗркелӳҫӗ, Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин тата вĕренӳпе ĕç ветеранĕ Архипов Севастиан Михайлович 100 тултарать.

Кӑҫал Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи чарӑннӑранпа 76 ҫул ҫитет. Тискер ҫак вӑрҫӑ ҫулӗсене асран кӑларса пӑрахаймӑн. Паян Раҫҫейре пурӑнакансем - ҫапӑҫу хирӗсенче тӑшмана ҫапа-ҫапа аркатнӑ вӑрҫӑ паттӑрӗсен, Ҫӗнтерӗве ҫывхартассишӗн вӑйне-халне шеллемесӗр фронта пулӑшнӑ, фашизм тыткӑнӗнче асапланнисен, выҫӑпа нушаланнисен ачисем, мӑнукӗсем... Вӑрҫӑ калавӗсене вӗсем ачаран итлесе ҫитӗннӗ, ветерансен аса илӗвӗсем вӗсемшӗн паттӑрлӑх тата харсӑрлӑх тӗслӗхӗ пулса тӑнӑ.

Ҫӗмӗрле районӗнчи Юманай вӑтам шкулӗнче ҫитӗнекен ӑрӑва патриотизм воспитанийӗ парассине яланах пысӑк тимлӗх уйӑрнӑ. 2017ҫулта, акӑ, вӗренӳ заведенийӗ Пӗтӗм Раҫҫейри халӑх фрончӗн «Герой ятне - шкула» патриотизм проектне хутшӑнчӗ. Унтанпа Юманай шкулӗ вӑрҫӑ паттӑрӗн Севастиан Архипов вӗрентекенӗн ячӗпе хисепленсе тӑрать. Севастиан Михайлович Архипов - Чӑваш Енре ҫеҫ мар, республика тулашӗнче те паллӑ ҫын. Тӗлӗнмелле шӑпаллӑ чӑваш ачи вӑл. Элӗк районӗнчи Тури Вылӑ ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Пӗчӗкрен пӗлӳ патне туртӑннӑ. Севастианӑн тӗнче курӑмне, ӑс-тӑнне ҫирӗплетме Николай Шупуҫҫынни пысӑк витӗм кӳнӗ. Поэт пултаруллӑ арҫын ачана ялти вулав ҫуртӗнче асӑрханӑ, унра пулас педагога курнине палӑртнӑ. Тури Вылӑра пуҫламӑш шкултан вӗренсе тухсан Севастиан Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Штанашра ҫичӗ класс пӗтернӗ. Етӗрнери педагогика училищи хыҫҫӑи 17 ҫулти ҫамрӑка Юманай шкулне ӗҫлеме янӑ. Пуҫламӑш классене пӗр ҫулталӑк вӗрентсен унӑн салтак ячӗ тухнӑ. Киев ҫар округӗн 5-мӗш ҫарӗнче связист пулнӑ, полк шкулӗнче вӗренсе сержант званине илнӗ вӑл. Вӑрҫӑ пуҫланнӑ чухне С. Архипов Хӗвел анӑҫ Украинӑра тӑнӑ.

Пӗрремӗшсен йышӗнче фронта кайнӑ, вӑрҫӑ ҫулӗсемпе вӗҫне ҫити утса тухнӑ Севастиан Михайлович Кӑнтӑр-хӗвел анӑҫ, Воронеж, Украина фрончӗсенче тӑшманпа ҫапӑҫнӑ. Харьков, Луцк, Лубна, Каменец-Подольский, Винница, Переяслав-Хмельницкий хулисене ирӗке кӑларнӑ, Днепр урлӑ каҫса Хӗвел тухӑҫ Европӑра нимӗҫсене аркатнӑ. Пултаруллӑ, кирек епле йывӑр лару-тӑрура та ҫирӗп йышӑнусем тума пултаракан командир пек палӑрнӑ вӑл. Чи хаяр ҫапӑҫусем, ветеран аса илнӗ тӑрӑх, Курск пӗккинче пулнӑ. Белгород хулишӗн пынӑ ҫапӑҫусенче паттӑрлӑхпа палӑрнӑшӑн Аслӑ главнокомандующи Тавне тивӗҫнӗ. Севастиан Михайловичӑн польшӑлла калаҫма вӗренме те тивнӗ. 1944 ҫулхи ҫу уйӑхӗнче вӑл комендант ҫарӗсене лекнӗ, ӑна Рашков хулин /Польша/ коменданчӗ туса хунӑ. 1945 ҫулта Скальмежиценов хулине куҫарнӑ. Кайран Острув хулин делопроизводство уйрӑмӗн заведующийӗнче тата ҫар комендатурин управленийӗнче экономистра ӗҫленӗ. Ҫарсен Ҫурҫӗр ушкӑнне йӗркелесен Севастиан Михайловича комендатура ҫумӗнчи комсомол организацийӗн секретарьне суйланӑ. Кунта вӑл Ҫӗнтерӗве кӗтсе илнӗ. Ӑна кунтах юлма, хула ачисене вырӑс чӗлхипе литературине вӗрентме сӗннӗ. Анчах вӑл килӗшмен: чунӗ тӑван тӑрӑха туртӑннӑ.

С. Архипов киле 1946 ҫулта таврӑннӑ. Анчах ӑна кунта пысӑк хуйхӑ кӗтсе тӑнӑ: ҫурчӗ ҫунса кайнӑ, ҫывӑх ҫыннисем ҫӗр пӳртре пурӑннӑ. Тепӗр кунне йывӑр чирлӗ амӑшӗ куҫне яланлӑхах хупнӑ. Ӗнерхи салтак шӑлне ҫыртса пурнӑҫа ура ҫине ҫӗклеме пикеннӗ.

Пӗр хушӑ Тутар Республикинче пуҫламӑш шкул заведующийӗнче ӗҫленӗ хыҫҫӑн Юманая таврӑннӑ. Пултаруллӑ педагог вырӑс чӗлхипе литературине вӗрентнӗ, 20 ҫул ытла Юманай вӑтам шкулне ертсе пынӑ. Учительсен институтне, И.Я.Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика институтне, М. Горький ячӗллӗ Патшалӑх педагогша институтне пӗтернӗ.

Севастиан Михайлович хӑйӗн ӗҫне лайӑх пӗлнӗ. Вӑл тӑрӑшнипе Юманайра 320 вырӑнлӑ ҫӗнӗ шкул, ачасемпе вӗрентекенсем валли интернат туса лартнӑ. Иртнӗ ӗмӗрӗн 70-80-мӗш ҫулӗсенче Юманай шкулӗ пысӑк вӗрентӳ центрӗ пулса тӑнӑ, кунта пине яхӑн ача пӗлӳ пухнӑ. Пултаруллӑ, хӑйсен ӗҫне чунпа парӑннӑ педагогсем ӗҫленӗ. Тивӗҫлӗ канӑва тухсан та Севастиан Михайлович коллективран уйрӑлман, историпе тавра пӗлӳ музейӗнче пӗлӗве тарӑнлатма пулӑшакан хушма уроксем, ҫар-патриотизм воспитанийӗн занятийӗсене ирттернӗ. Унӑн пӗтӗмӗшле педагогика стажӗ - 54 ҫул. Тӑванӗсемпе ҫывӑх ҫыннисем те Севастиан Михайловичӑн ҫулӗпе кайнӑ. Вӗрентекенсен династийӗн стажӗ 550 ҫултан та иртет.

С.М. Архипов общество ӗҫне те хастар хутшӑннӑ. Темиҫе хутчен те Ҫӗмӗрле районӗн депутатне суйланнӑ, Юманай ял совечӗн депутачӗ те пулнӑ. Ӗҫ ҫыннисемпе тачӑ ҫыхӑну тытнӑ, патшалӑх тата парти органӗсен умӗнче экономика, вӗрентӳ, культура тытӑмӗнчи ҫивӗч ыйтусене ҫӗкленӗ.

Севастиан Михайловичӑн фронтри тата вӑрҫӑ хыҫҫӑнхи пурнӑҫӗ ҫинчен кӗнеке ҫырма пулать.

Ҫарти паттӑрлӑхшӑн С. Архипоова Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр, I тата II степень Тӑван ҫӗршыв вӑрҫин орденӗсемпе, «1941-1945 ҫулсенчи Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче Германие ҫӗнтернӗшӗн», Г.К. Жуков, «Ӗҫ ветеранӗ» медальсемпе наградӑланӑ. «1941- 1945 ҫулсенчи Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинчи хапӑх паттӑрлӑхӗ» документсен электрон банкӗнче унӑн наградисем пирки ҫырнине тупрӑм. 1944 ҫулхи пуш уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орден илме тӑратнӑ чухне ҫырнинчен: «1944 ҫулхи пушӑн 15-мӗшӗнче Тяжилов хулине ирӗке кӑларнӑ чухне Архипов юлташ тӑшман окопне чи малтан пырса кӗнӗ, граната пӑрахса пулемет расчетне, пилӗк нимӗҫе тӗп тунӑ. Кун хыҫҫӑн Архипов юлташ взводпа пӗрле малалла кайнӑ, автоматран пере-пере тӑшмана хӑваланӑ. Архипов юлташ правительство наградине тивӗҫлӗ».

1945 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 16-мӗшӗнче ҫырнинчен: «Хӗрлӗ ҫар ретӗнче тӑнӑ, фронтра вӑрҫӑ пуҫланнӑранпах. Переяслав-Хмельнпцкий таврашӗнче Днепр урлӑ каҫнӑ. Винница хулине ирӗке кӑларнӑ чухне аманнӑ. Острув хулинче ҫар комендатуринче службӑра тӑнӑ чухне пӗр хутчен ҫеҫ мар ҫар заданийӗсене пурнӑҫланӑ, паттӑрлӑхпа харсӑрлӑх кӑтартнӑ. Тӑван ҫӗршыв умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн вӑл II степень Тӑван ҫӗршыв вӑрҫин орденне тивӗҫлӗ».

Чӑваш Республикин Хальхи истори архивӗнче С. Архипов ҫинчен документлӑ материалсем упранаҫҫӗ. Юманай шкулӗнчи историпе тавра пӗлӳ музейӗнче Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ педагогсен, ҫак шутра Севастиан Михайлович та пур, паттӑрлӑхне асӑнса йӗркеленӗ экспозици ӗҫлет. 2016 ҫулта шкул ҫурчӗ ҫумне С.М. Архипов ячӗпе Астӑвӑм палли вырнаҫтарнӑ. Унӑн ятне Чӑваш Республикин «Астӑвӑм» кӗнекине, Хӗрлӗ Чутай районӗн ҫут ӗҫ энциклопедине кӗртнӗ.

С.М. Михайлович Архипов - ҫӗнтерӳҫӗсемпе вӑрҫӑ хыҫҫӑн ҫӗршыва ура ҫине тӑратнӑ мухтавлӑ ӑру ҫынни. Фронтовик-вӗрентекенӗн пурнӑҫ ҫулӗ пирӗншӗн ҫутӑ тӗслӗх пулса тӑрать.

Лариса АРХИПОВА.

Ҫӗмӗрле районӗ, С.М. Архипов ячӗллӗ Юманай шкулӗ