Чăваш таврапӗлӳҫисен пӗрлӗхӗ

Союз чувашских краеведов

Чăвашла Русский

Краеведение это...

«Краеведение воспитывает живую любовь к родному краю и даёт те знания, без которых невозможно сохранение памятников культуры на местах.».


«Краеведение – научная дисциплина, облагораживающая предмет своего изучения единственно своим изучением».

академик Дмитри Лихачёв

16.06.2017 15:39
Почта историйӗн музейӗ уҫӑлать

Сӑвар-пӑлхар халӑх культурин тата «Чӑваш керем» краеведенипе туризм центрӗн никӗсӗнче хӑпартнӑ Станъялти почта историйӗн музейне (М7 трассӑн 630-мӗш ҫухрӑмӗнче вырнаҫнӑ) кӑҫалхи июнӗн 25-мӗшӗнче куракан валли уҫӗҫ. Хальхи вӑхӑтра 200 тӑваткал метр лаптӑклӑ музей ҫуртӗнче витринӑсем тата хатӗр-хӗтӗр вырнаҫтарнӑ. Кунсӑр пуҫне 8 экспозици конструкцийӗ: почта станцийӗ, тимӗрҫӗ, сӑра лаҫҫисем, хурал башни, платник эртелӗ, тӑм савӑт ӑсталӑхӗ, суту-илӳ лавкки, пир-авӑр мастерскойӗ йӗркеленӗ. Музейри экспонатсене Шӑмӑршӑ районӗнчен, Буинскран ярса панӑ. Вырӑнта пурӑнакан Владимир Деревьев музея кивӗ пукансем, шкапсем, патефон панӑ.

Туризм отрасльне аталантарас тӗлӗшпе кунта плансем анлӑ, Сергей Сорокинӑн «Чӑваш керем» проекта пурнӑҫа кӗртме тӗллев лартнӑ. Унта «Чемен карти» этнокомплексӑр пуҫне сӑвар-пӑлхар-чӑваш культурин этнографи музейӗ, Ҫӗпӗр тракчӗн тата Стан Ял почта станцийӗн музейӗ, «Сувар» хӑна ҫурчӗн комплексӗ, сӑвар-пӑлхар-чӑваш культурисене тӗпе хурса хӑпартнӑ «Чӑваш Керем» историпе йӑла-йӗрке чартакӗ, «Хӗвел ачи» ача-пӑча хули, кӗрешӳ, кире пуканӗ йӑтассипе ӑмӑртусем ирттерме спорт площадкисем, футбол тата волейбол уйӗсем, ял хуҫалӑх продукцийӗн тата халӑх ал ӑсталӑхӗн суту-илӳ речӗсем, хӑна ҫурчӗсем тата канмалли чатӑрсем. Туристсене йышӑнмалли программӑпа килӗшӳллӗн этнокомплексра чӑваш халӑх йӑли-йӗркипе паллаштаракан этнографиллӗ театрализаци, Кӗр сӑри тата ҫӑварни уявӗсене ирттермелле.

«Тӑван ен» хаҫатран