Чăваш таврапӗлӳҫисен пӗрлӗхӗ

Союз чувашских краеведов

Чăвашла Русский

Краеведение это...

«Краеведение воспитывает живую любовь к родному краю и даёт те знания, без которых невозможно сохранение памятников культуры на местах.».


«Краеведение – научная дисциплина, облагораживающая предмет своего изучения единственно своим изучением».

академик Дмитри Лихачёв

09.10.2018 11:41
Кӗр сӑри-2018

Кĕрхи ĕçсене вĕçлесен Шупашкар районӗнчи Станъялта вырнаҫнӑ "Чемен карти" этнопаркра Кĕр сăри уявне паллă тӑвасси ырӑ йӑлана кӗчӗ те ӗнтӗ. Акӑ, кӑҫал та юпа уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Чӑваш Республикин культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерстви, Шупашкар районӗн администрацийӗ, Чӑваш таврапӗлӳҫисен пӗрлӗхӗ йӗркеленипе таврапӗлӳпе туризм центрӗнче чӑвашсен хаваслӑ та юратнӑ уявӗ иртӗ. Яланхиллех хӑнасене пуян та кӑсӑклӑ программа кӗтет. Уяв савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура 11.00 сехетре пуҫланать. Килсе кураканӑн тунсӑхлама вӑхӑт пулмӗ: ача-пӑча ӑмӑртӑвӗсем, вӑйӑ-кулӑ, кӗрхи пахча-ҫимӗҫ куравӗ, чӑваш апат-ҫимӗҫӗпе ӗҫме конкурсӗ, «Паттӑр-2018» конкурс, пултарулӑх ушкӑнӗсен концерчӗ, «AZAMAT» дискотека пурин кӑмӑлне ҫӗклесе ярӗҫех. Уяв вӗҫӗнче тӗрлӗ конкурс ҫӗнтерӳҫисене дипломсемпе тата паха парнесемпе чыслӗҫ.

Пурне те Кӗр сӑрине хутшӑнма йыхравлатпӑр. Регистраци 10.00 сехетрен.

Ольга Тимофеева