Чăваш таврапӗлӳҫисен пӗрлӗхӗ

Союз чувашских краеведов

Чăвашла Русский

Краеведение это...

«Краеведение как явление культуры замечательно тем, что он теснейшим образом позволяет связать культуру со строительством музеев, собраний, архивов педагогической деятельности, объединением молодёжи в кружки и общества, развитие туризма, созданием хоров и кустарных артелей».


«Краеведение вносит в окружение человека высокую степень духовности, без которой человек не может осмысленно существовать».

академик Дмитри Лихачёв

11.06.2020 07:23
Ҫӗрҫуллӑхри чи килӗшнӗ кӗнекене палӑртатпӑр!

Чăваш Республикин наци библиотеки ҫулсеренех ҫулталӑкри чи нумай вуланакан чӑваш ҫыравҫисен кӗнекисене палӑртаканччӗ. Кӑҫал Чăваш автономи облаçне йĕркеленĕренпе 100 çул çитнӗ май эпир ҫӗрҫуллӑхри чи нумай вуланакан кӗнекене палӑртас терӗмӗр, «Литературăллă Чăваш Ен: ҫӗрҫуллӑхри чи килӗшнӗ кӗнеке» вулав референдумне пуҫарса ятӑмӑр. Унăн тĕллевĕ наци литературин чи паха тĕслĕхĕсене, хайлавӗсене халӑх хушшинче анлă сарасси, вулакансен, вулавăшсен хастарлăхне ӳстересси.

Референдум тапхăрĕнче вулакансем «Чăваш литературин ылтăн çӳпçи: вуламалли 100 кĕнеке» ятарлӑ сайтра кăмăла кайнă кĕнекешĕн е хайлавшăн сасăлама пултараççĕ. Кунта 18-мӗш ĕмĕр варринчен пуçласа 21-мӗш ĕмĕр таран тĕрлĕ жанрпа çырнă илемлĕ литература тата популярлă ăслăлăх литератури кĕнĕ, вăл шутра Константин Ивановăн, Çеçпĕл Мишшин, Петӗр Хусанкайăн, Ухсай Яккӑвӗн, Геннадий Айхин, Çемен Элкерĕн, Юрий Сементерĕн, Хӗветер Уярăн, Раиса Сарпин, Юхма Мишшин, Ева Лисинан тата ытти паллă çыравçăсен кӗнекисем. Хайлавсем ҫынлӑх идейисене, истори тата культура йӑлисене, Чӑваш ен аталанӑвне уҫӑмлӑн кӑтартса параҫҫӗ. Интернетпа усӑ куракансем ҫакӑнта вырнаҫнӑ кӗнекесене компьютер, планшет, смартфон урлӑ ҫӑмӑллӑнах уҫса вулама пултараҫҫӗ.

Вулав референдумӗ юпа уйӑхӗчченех тӑсӑлӗ. «Çĕрçуллăхри чи килĕшнĕ кĕнеке» ята чи нумай сасă пухнă хайлав тивĕçĕ.

Чӑваш литературине кӑмӑллакансене, вулакансене ҫак акцие хастар хутшӑнма, юратнӑ кӗнекесемшӗн сасӑлама йыхравлатпӑр.