Чăваш таврапӗлӳҫисен пӗрлӗхӗ

Союз чувашских краеведов

Чăвашла Русский

Краеведение это...

«Краеведение воспитывает живую любовь к родному краю и даёт те знания, без которых невозможно сохранение памятников культуры на местах.».


«Краеведение как явление культуры замечательно тем, что он теснейшим образом позволяет связать культуру со строительством музеев, собраний, архивов педагогической деятельности, объединением молодёжи в кружки и общества, развитие туризма, созданием хоров и кустарных артелей».

академик Дмитри Лихачёв

11.06.2020 07:38
«Ираида Вдовина. Тăвансене курассăм килет» ăсталăх урокĕ иртрӗ

Халӑхӑн йӑли-йӗрки, юрри-ташши ӗмӗртен ӗмӗре куҫса пырать. Пурнӑҫ та шав малалла шӑвать, улшӑнать. Ҫавӑнпа та халӑх пуянлӑхне малалла аталантарас, упраса хӑварас тӗллевпе пуҫарса янӑ та ӗнтӗ Чӑваш наци конгресӗн культура комитечӗ «Аваллаха упраса, малашлӑха ӗненсе» ятлӑ уҫӑ вулавӗсене. Палӑртнӑ проектпа килĕшÿллĕн Чӑваш наци конгресӗн культура комитечĕ инçет çыхăну мелĕпе «Ираида Вдовина. Тăвансене курассăм килет» ăсталăх урокĕ ирттерчĕ. Мероприятие Чăваш автономийĕ 100 çул тултарнине халалланă. Унӑн тӗп тӗллевӗ - тăван халăх йăли-йĕркине, уйрӑмах, авалхи юррине упраса хӑварасси, çитĕнекен ăрăва тивĕçлипе хаклама вĕрентесси.

Мероприятие ЧНК пресс-служба ертӳçи Зоя Яковлева, культура комитечĕн председателĕ Вера Архипова уçрĕç. Ăсталăх урокне ЧНК культура комитечӗн пайташӗ, «Телей» халӑх ушкӑнĕн ертӳçи педагог, фольклорист Наталия Арсентьева ертсе пычĕ. Наталия Витальевна Ираида Вдовина юрӑ ӑстин пултарулăхĕпе паллаштарчĕ.

Ираида Вдовина 1000 ытла халӑх юррине, 1500 такмакне ҫырса илнӗ. Унӑн юррисене «Мелодия» фирма виҫӗ пластинкăпа кӑларнӑ. 1970 ҫулта Александр Осипов музыковед пухса хатӗрленӗ «Ираида Вдовина юрлакан чăваш халăх юррисем» ятлӑ кӗнеке пичетленсе тухнă. Ҫак кӗнекене туй, салтак, ҫӑварни, сӑпка, хӑна-ӗҫкӗ, ача–пӑча юррисем; хӗр йӗррисем, ташӑ такмакӗсем, сюжетлӑ юрӑсем, пейетсем кӗнӗ. Малалла Наталия Арсентьева кĕнекене кĕртнĕ Ираида Вдовинан репертуарĕнчи «Тăвансене курассăм килет» юрра тĕрĕс юрлама вĕрентрĕ. Мероприятие ЧНК культура комитечĕн пайташĕсем, Чăваш Ен районĕсенчен тата регионсенчен хастар хутшăнчĕç. Йăхташăмăрсем Ленинград, Тюмень облаçĕсенчен, Чĕмпĕр тăрăхĕнчен пулчĕç. Урокра вĕреннĕ чăваш халăх юрри анлӑн та уççăн янрарĕ. Инçет çыхăну мелĕпе ирттернĕ мероприяти тĕлĕнмелле кăсăклă пулчĕ, юрă-кĕвĕ ăсталăхне алла илме пулăшрĕ, çынсен чĕринче ырă туйăм хăварчĕ. Ентеш-йăхташсем ăсталăх урокĕсене малалла та иртерме йăлана кĕртме сĕнчĕç. «Ҫакӑн пек мероприятисем ирттерни питӗ кирлӗ те усӑллӑ, вӗсем авалхи чӑваш халӑх юррисене чĕртсе тăратма, халӑх юрӑҫисен эткерлӗхне тӑван халӑх патне илсе ҫитерсе вӗсене хаклама вӗрентеҫçĕ», - пĕтĕмлетрĕç хутшăнакансем.

Вера Архипова