Чăваш таврапӗлӳҫисен пӗрлӗхӗ

Союз чувашских краеведов

Чăвашла Русский

Краеведение это...

«Краеведение вносит в окружение человека высокую степень духовности, без которой человек не может осмысленно существовать».


«Краеведение вносит в окружение человека высокую степень духовности, без которой человек не может осмысленно существовать».

академик Дмитри Лихачёв

10.11.2020 09:53
МУРКАШ (Топонимикăлла статья)

Шупашкарта е аякра* - Ăçтан эсĕ Вара- тесен, кăмăлласах ответлетпĕр,

- Муркаш енчисем эпир!

Капла Муркаш ялĕнчисем кăна мар, пĕтĕм районĕпех калаççĕ. Муркаш районĕ Республикăра халăх йышлă та çăра пурăнакан , экономика енчен çирĕп аталаннă районсенчен пĕри.

Палă ĕнтĕ, Муркаш районĕ хăй ятне район центрĕ çак ятлă ялта вырнаçнине илнĕ. Райцентр кунта пĕрремĕш хут 1944-1959 çулсенче пулнă, унтан тепре 1964 çулта йĕркеленнĕ. Мĕншĕн-ха ытти ялсенчен Муркаш ялне райцентр пулма суйласа илнĕ; Кунта ĕнтĕ, малтанах асăнас пулать - çак ял район лаптăкĕнче шăпах варринче вырнаçнине, тепре Муркаш çÿллĕ вырăнта ларнине тата ун патне пур енчен те çулсем тума меллине. Çакăнтах Муркашра халăх йышлăрах пурăннине тата кунта хăй вăхăтĕнче чиркÿ пулнине те асăнмалла. Хальхи вăхăтра Муркаш районта халăх енĕпе чи нумай , пĕлтерĕшĕпе чи пысăк ял. Çапла, Муркаш сăмахăн хальхи пĕлтерĕшĕ те анлă. Çаплах пулнă-ши вăл малтан

Чи авалхи хурав ун пирки 1374 çулхи вырăс летопиçĕнче пулнă. Муркаш ятлă вырăна Чулхула ушкуйникĕсем Хусан çине тапăннă май асăннă. Апла пулсан, Муркаш вырăнĕ ултă ĕмĕр каяллах тăрăхра паллă пулнă. Çапах та ĕлĕкрех «Муркаш» тени хальхи Муркаш ялне кăна пĕлтермен. Çакă 1794, 1858 çулсенчи çĕр виçев докуменчĕсенче аванах курăнать. Унта темиçе уйрăм касран тăракан икĕ Муркаш (е Моркаш): Пĕрремĕш Ваçка тата иккĕмĕш Ваççка ялĕсене асăннă.

Пĕрремĕш Ваççка (Моркаш) малтанах çак кассенчен (кас-околодок, выселок, часть деревни) тăнă: Еникасси, Анаткас, Сыстăркан, Шаптак, Çорлатри (Çорлатăрли) тата Çĕньял. Çапах та XIX ĕмĕрхи документсенче Еникасси, Анаткас тата Сыстăркан кассене вĕсем пĕр-пĕринпе çывăх ларнине пула ытларах уйăрман, вĕсене виççĕшне пĕрле Моркаш (Пĕрремĕш Ваççка) тесе çырнă. Кÿршĕри ялсене вара кĕскен Моркаш кăна тенĕ. Халь эпир Муркаш текен ял шăпах çак пĕрлешнĕ кассенчен никĕсленнĕ, унан теп урамĕсем пулса тăнă. Ял çыннисем çак урамсене халь те хăйсене авал панă ячĕсемпех уйăраççĕ. 1781 çулта. Раççейри тăваттăмĕш ревизи (перепись) чухне Пĕрремĕш Ваççка – Моркашра (Енникасси, Сытăркан, Анаткасси), çак вăхăтра ăна Хусан кĕпĕрнинчи Çĕрпÿ уесĕнчен Чикме уесĕн Шурча Вулăсне куçарнă , 51 кил пулнă. Вĕсенче 89 арçын пурăннă. 1794 çулта вара 95 арçын пулнă. Ун чухне Çĕньяла, Шаптака, Çурлатрине тĕп Пĕрремĕш Ваççка – Моркашран уйрăм палăртнă. 1858 çулта çĕр виçнĕ чухне пĕтĕм Пĕрремĕш Ваççка – Моркашра 149 килте 829 çын пурăннă. 1781 çултанпа 46 кил хушăннă. Ялта вăл вăхăтра хыснан та, уйрăм çынсен те нимĕнле заведени пулман.

Интереслĕ, 1859 çулхи пĕтĕм Раççейре ирттернĕ Перепись чухне Пĕрремĕш Ваççка – Моркашăн кашни касне уйрăм палăртнă. Ун чухне Еникассиннчи 30 килте 170 çын, Анаткасри 10 килте 260 çын. Сыстăрканти 20 килте 117 çын пурăннă, çак каçсем Кнор ятлă пĕчĕк юханшыв хĕрринче ларнă. Кнор шывне çав вăхăтри хăшпĕр документсенче Кунар, Кунарка тесе çырни те пур. Унта муркашсем шыварманьсем ĕçлеттернĕ.

Хальхи вăхăтра çак юханшыв ĕлĕк ку тăрăхра мăнаçлăн çитĕннĕ вăрмансене касса пĕтернĕрен-ши е пĕвелесе шыварманĕсем тума пăрахнăран-ши, типсе ларнăпа пĕрех. Çатракасси еннелле каякан асфальтлă çулпа Муркашран тухсан çырма урлă каçнă чух никам çакăнта юханшыв юхса выртнă тееймĕ.

Иккĕмĕш Ваççка (Моркаш) çак кассенчен тăнă: Пашалукасси, Кăсмуй, Хорной, тата Чиканар, XII ĕмĕртех ку кассем хăйсене уйрăм ялсем пек аталаннă. 1963 çулта вĕсене пĕр Хорной ялне пĕрлештернĕ.

1876 çулта Муркашра чиркÿ туса пĕтернĕ. Унччен вăл Очăкасси чиркÿ приходне кĕнĕ. Çĕнĕ чиркĕве икĕ Муркаш тата Кашмаш çыннисем çÿренĕ.

Мĕне пĕлтерет-ха «Моркаш» сăмах; Калас пулать, ку ыйтупа хăй вăхăтĕнче Золотницкий этнограф та кăсăкланнă. Паллă ĕнтĕ, авал Чăвашъенче хальхи Етĕрне, Муркаш, Шупашкар тата ытти районсем вырăнĕнче çармăссен йышлах мар йăхсем пурăннă. Çавăнпа та Муркаш сăмаха та вĕсен чĕлхипе çыхăнтарма майĕ пур, тата топонимсем (ял, шыв ячĕсем) нумай ĕмĕрсем хушши сыхланса юлаççĕ, хальхи Муркаша XIV ĕмĕрхи летопиçре те асăннă. Атăл тăрăхĕнче Муркаш тенĕ Вырăнсем, шыв татах пур, вĕсенчен пĕри Тутар АССРĕнчи Тури Услон районĕнче Атăл хĕрринче Хусан хулине хирĕçрех ларакан Çырти Муркаш (Набережные Моркваши) ятлă пысăк ял.

Пурте пĕлеççĕ: Муркаш ялне вырăсла «Моргауши» теççĕ. Çапларах вăл хутсем çине XIV ĕмĕрте чăвашсем вырăссемпе пĕрлешнĕ чух çырăнса юлнă та халь те пулин улшăнмасть. Вырăссем ăна унчченхи тутар канцелярисчĕсенчен илнĕ. Пирĕн шутпа, «Моргауши» сăмах тутарсемпе вырăссем хутшăннипе пăсăлнă çармăс сăмахĕнчен «Морковаш» (çарана хирĕç) сăмахран пуçланнă («моркко» - çаран, улăх, «важ»-хирĕç), Е тепĕр май, малтанах вăл çарана хирĕç ларакан ял тенине пĕлтернĕ. Пирĕн шутпа, вăл çаран Кнор шывĕ Тăрăхĕ Пулнă. Малтанах муркашсем вырнаçнă вырăн вара Еникасси пулнă. Маларах асăннă тата ытти документсенче те Еникассине Муркашсен тĕп вырăнĕнче çыхăнтарни палăрать. Кайран, ял йышланнă май, муркашсем анăçалла (Хĕвелтухăç енче Хоракасси çĕрĕсем пулнă) хальхи Муркаш шывĕ, Хорной еннелле усă курмалли çĕре сарнă хăйсем куçса ларнă. Муркаш ялĕн тăрăхĕнче вăй илсе Ункăна юхса кĕрекен ун чухне чылай пысăк юханшыва таврари ялсем Муркаш шывĕ (моргаушка) теме пуçланă.

Е.Егоров краевед.

Яраккасси.

Ҫӑлкуҫӗ: Муркаш районӗн официаллӑ сайчӗ